Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
21 Сентябрӗн 2019, 12:55

Улма-çырла кукалĕ

Панулмирен е çырларан пĕçернĕ кукăле мĕн çиттĕр! Чустине тĕрлĕрен хатĕрлеме пулать. Сăмахран, çакăн пек: икĕ стакан ăшăтнă сĕте çĕпре (пĕр чей кашăкĕ) ярса ирĕлтерĕр. Çакăн çумне пĕр чей кашăкĕ тăвар, икçĕр вăтăр грамм сахăр песокĕ, виçĕ çăмарта, çĕр аллă грамм ирĕлтернĕ услам çу хушăр.

Çапла юрса çитерсен, шур эрех (апат кашăкĕ) ярса пăтратăр. Вара пĕр килограмм çăнăх илĕр те чуста çăрăр. Çиелтен алшăллипе витсе, ăшă вырăна лартăр. Тепĕр икĕ сехетрен чуста хăпарса çитет.


Чустана васкавлă хатĕрлеме пулать: чей кашăкĕ çĕпрене çур стакан ăшă сĕтре пăтратса ирĕлтерĕр. Унта икĕ çăмарта, икçĕр грамм услам çу ярăр, çур чей кашăкĕ тăвар, икçĕр аллă грамм сахăр, кăштах ваниль сахăрĕ хушăр. Унтан çăнăхпа çăрăр. Чуста ытлашши хытă ан пултăр тесен, ăна вăхăтлăха тирĕкпе холодильника лартăр. Тепĕр сехетрен чуста хатĕр. Ана ĕнтĕ, йĕтĕрлесе, хĕртнĕ çу сĕрнĕ çатма çине хума та юрать.


Ăшне хатĕрлеме панулмине вĕтĕ турăр. Пылак шывра кăштах вĕретсе илнĕ хыççăн хура хурлăханпа хутăштарсан аван. Пĕр кукăле шултра панулми пиллĕк, пĕр стакан хура хурлăхан çителĕклĕ.


Ăшне урăх çырларан тăвас тетĕр пулсан, пĕрер стакан виктори, хура хурлăхан, хăмла çырли, чие çырли (вăррисĕр), крыжовник, слива (вăррисĕр), кашни стакан сахăр песокĕ пуçне, апат кашăкĕ чухлĕ çăнăх ярса пăтратăр.


Кукăль пичĕ хитре килтĕр тесен, кăмакана лартиччен ăна чĕрĕ çăмартапа сĕреççĕ.

Читайте нас: