350 г сахăр; 2 л шыв;350 мл тин çеç кăларнă лимон сокĕ.
Пысăках мар кастрюле кирлĕ чухлĕ сахăр тата 250 мл шыв ярăр. Пăтратса тăрса вĕреме кĕртĕр те сахăр ирĕлсе пĕтиччен вăйлă мар çулăм çинче тытăр.
Сиропа пÿлĕмри температурăччен сивĕтĕр те сивĕтмĕше (холодильнике) лартăр. Кайран вара сиропа юлнă шывпа тата лимон сокĕпе хутăштарса пăтратăр. Лимонад хатĕр.