Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
26 Ноябрӗн 2019, 16:09

Турăхран пончик пĕçерер

250 мл турăх, 2 пысăк кашăк сахăр, 1 пакет ваниль сахăрĕ, пĕр чĕптĕм тăвар, 1 çăмарта, 0,5 чей кашăкĕ сода, 3 пысăк кашăк хĕвелçаврăнăш çăвĕ (чуста валли) + ăшалама валли, 450 г çăнăх, çиелтен сапма валли сахăр пудри.

Турăха сахăрпа, ваниль сахăрĕпе тата тăварпа пăтратмалла, çăмарта хушмалла, лайăх пăтратмалла.

Хĕвелçаврăнăш çăвĕ, сода хушмалла, унтан пайăн-пайăн çăнах хушса çемçе чуста çăрмалла.

Чустана 1 см хулăнăш пуличчен йĕтĕрлесе сармалла, стаканпа çаврашкасем касмалла.

Пончиксене хĕвелçаврăнăш çăвĕ çинче икĕ енчен те ăшаламалла.

Пончиксене хут алшăлли çине хумалла, çиелтен сахăр пудрипе сапмалла.
Читайте нас: