Çăмартапа майонеза хутăштармалла, шыв тата çăнăх хушса çăра хăйма пек чуста хатӗрлемелле. Ăшлăх валли пулă консервине вилкăпа ирмелле, сухана питӗ ваккăн турамалла та пиçнӗ риспа хутăштармалла. Çу сӗрнӗ çатма çине чустан çур пайне ямалла, ун çине ăшлăх сапаласа хумалла. Çиелтен юлнă чустапа витмелле. Духовкăра 20-25 минут пӗçермелле.