Ветчинана, хăяра турамалла. Пиçнӗ çăмартапа сыра вăтам шăтăклă теркăпа хырмалла. Кăмпана тураса тип çу çинче ăшаласа илмелле. Апельсина шуратса шурă пленкинчен те тасатмалла, унтан турамалла. Ингредиентсене лап тӗплӗ турилкке çине сийӗн-сийӗн хумалла (кашни сийнех майонезпа сӗрмелле): ветчина, кăмпа, çăмарта, хăяр, сыр, апельсин.