Аша пӗçерсе сивӗтмелле, вӗттӗн турамалла.
Кишӗре çумалла, тасатмалла та вӗтӗ терка витӗр кӑлармалла. Унтан ӑна тутӑ кӗмелӗх тӑварламалла та хӗвелçаврӑнӑш çӑвӗ çинче ӑшаламалла.
Ыхрана вӗттӗн турамалла, кишӗрпе пӑтратмалла.
Аша, кишӗрпе ыхра хутӑшне тата майонезӑн пӗр пайне хутӑштармалла та турилкке çине салатӑн пӗрремӗш сийӗ туса хумалла.
Аçтӑрхан мӑйӑрне тасатмалла, вӗтесе турамалла, типӗ çатма çинче кӑшт ӑшаламалла.
Хуппипе пӗçернӗ çерулмине сивӗтмелле, шултра тӗрка витӗр кӑлармалла, кӑшт тӑвар сапмалла, аçтӑрхан мӑйӑрӗпе, юлнӑ майонезпа хутӑштармалла та салатӑн пӗрремӗш сийӗ çине хумалла.
Салата апат пленкипе витсе 3 сехете сивӗтмӗше лартмалла.
Çав вӑхӑтра çӑмартасене хытӑлла пӗçермелле, тасатмалла, шуррипе саррине уйӑрмалла. Çӑмарта шуррисене шултра терка витӗр, саррисене вӗтӗ терка витӗр кӑлармалла. Вӗтетнӗ çӑмарта шурин пӗр пайне хӗрлӗ кӑшман сокӗпе хутӑштармалла, çур сехет лартмалла. Çӑмарта шурри хӗрлӗ-кавак тӗсле пулать.
Салата сивӗтмешрен кӑлармалла, виççӗмӗш сий — çӑмарта саррине — хумалла.
Салата çӑмарта шуррипе тата хӗрлӗ-кавак тӗслӗ пулнӑ çӑмарта шуррипе сирень чечекӗ евӗр илемлетмелле, петрушкӑпа чечек тураттисене тата çулçисене тумалла.