Аçтăрхан мăйăрне типӗ çатма çинче 1-2 минут ăшаламалла, вӗтетсе турамалла. Хӗрлӗ кăшманпа чăх ашне тăваткалласа турамалла. Пурне те хутăштармалла, майонезпа пăтратмалла, тутă кӗмелӗх тăварпа пăрăç сапмалла. Савăт çине хумалла, çиелтен укроппа, петрушкăпа илемлетмелле.