1 кг çĕрлми (тăвар тата услам çу ярса улма нимри тумалла), 250 г тăварлă сыра теркăпа хырмалла та унта хушмалла. Кунта 2 стакан çăнăх ярса чуста çăрмалла, енчен те алла çыпçăнать пулсан, кăштах çăнăх хушмалла. Чустана темиçе пая касмалла, кашни татăка икерче туса йĕтĕрлемелле, çатма çинче çусăр ăшаламалла.