Пельмене тĕрĕс пĕçермелли темиçе усăллă канаш
Шăнтнă пельмене ирĕлтермелле мар. Пысăк кастрюле çурри таран шыв тултарăр, вĕретме кĕртĕр. Унта тăвар, лавр çулçи, темиçе пĕрчĕ пăрăç, куркума (шÿрпи матур тĕслĕ пулать) хушăр. Асăрханса пăтратнă май, пельменьсем çиеле тухасса кĕтĕр, унтан пĕчĕккĕн порципе пĕр стакан сивĕ шыв хушăр. Тепĕр хут вĕреме кĕрсен, пельмене тата 4—5 минут пĕçерĕр. Çапла тусан чусти те çемçерех, тутлăрах пулать.
Çакнашкал меслетпе пысăк пельменьсене пĕçерме ансатрах, вĕсем пиçсе саланса пĕтмеççĕ. Шывра пĕçерсен ирĕлсе пĕтме пултараççĕ е пиçсех çитеймеççĕ. Пароварка чашăкне палли таранччен таса шыв ярăр, пăрăç, лавр çулçи хушăр. Апата хумалли решеткене çу сĕрĕр те пельмене çур сехете яхăн пĕçерĕр.
Шаритленĕ пельменьрен хăвăртрах пиçекен апат тупаймастăр эсир! Чи ансат меслет! Çатмана хĕртĕр, унта ÿсентăран çăвĕ ярăр, вăтам вут çинче пельмене икĕ енчен те хĕреличчен ăшалăр. Тăвар тата специсем яма ан манăр. Унтан çатма тĕпĕнчен 0,5 см çÿллĕш таран шыв ярăр. Шыв вĕресе пĕтрĕ-тĕк — апат хатĕр!