100 г типӗтнӗ кăмпа, 2—3 çӗрулми, 2 пуç сухан, 3 кашăк тип çу, 3 кашăк вермишель, кăшт тăвар, 2—3 л шыв кирлӗ.
Типӗтнӗ кăмпана çумалла та шыв тултарнă кастрюле ярса, тăвар хушса пӗçерме лартмалла. Вăтам çулăм çинче 1—1,5 сехет пӗçермелле. Унтан кăмпана кăларса илсе турамалла, шÿрпе çине çӗрулми тураса ямалла. Туранă сухана тип çу (çемĕчки е олива çавĕ) çинче ăшаламалла, кăмпана хушса пӗр 5 минут ăшаламалла, унтан яшка çине ямалла. Вермишель хушса хатӗр пуличчен пӗçермелле.