Асăннă ингредиентсенчен хăвăрт кăна чуста хатĕрлемелле те çуланă противень е çатма çине сарса хумалла. Духовкăна лартса сараличчен пĕçермелле. Ăшлăх хатĕрлемелле: кĕтмел çырлине (клюква) лимонпа пĕрле мясорубка витĕр кăлармалла та çур стакан сахăр песокĕпе хутăштармалла. Çăмарта шуррине юлнă сахăр песокĕпе пĕрле уйрăммăн кăпăкланиччен лăкамалла. Пиçнĕ чуста çине малтан çăмарта шурринчен хатĕрленĕ крем, унтан кĕтмел çырлипе лимон хутăшне хумалла. Кукăле каллех духовкăна лартса 20 минут тытмалла. Хатĕр кукăле кĕтмел çырлипе илемлетмелле.