Пысӑк çатма çине хĕрринчен тухмалӑх чуста йĕтĕрлесе хумалла. Ун çине кĕрпеклĕ пĕçернĕ вир пӑтти сармалла, туранӑ пуçлӑ сухан сапмалла, çуса тасатнӑ, вӑтам татӑксемпе вакланӑ килти кайӑк- кĕшĕк какайне, кайӑк- кĕшĕк тукмакĕсене хурса тухмалла, тӑвар сапмалла, çине йĕтĕрленĕ чустапа витмелле, хĕррине илемлĕн чĕпĕтсе тухмалла. Хуплӑва хӑпарма лартмалла, питне лӑканӑ çӑмартапа сĕрмелле, виç – тӑватӑ хут вилкӑпа тирмелле, пĕçерме кӑмакана лартмалла. Хуплу пĕçернĕ чух çатма çине шӑранса тухнӑ çӑва сӑрӑхтарса илмелле. Пиçнĕ хуплӑва кӑмакаран кӑлармалла, питне çу сĕрмелле, хуплу пичĕ çемçе пултӑр тесе, ӑна çур сехете таса пирпе витсе хумалла.