Унта шăрантарнă сыр (плавленый) хушатпăр та лайăх хутăштаратпăр. Çакăнтах тепĕр çатмара ăшаланă аша тата томат соусне хушатпăр. Мĕнпурĕ çатман çурри таран пулмалла. Çиелтен вĕри шыв ярса хутăштармалла. Подлив хăйма пек çăра пултăр. Юлашкинчен тутă кĕртекен япаласем: тăвар, пăрăç, вакланă ыхра хушмалла та тепĕр 3-4 минут вăтам çулăм çинче тытмалла. Подлив хатĕр.