Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
19 Нарӑсӑн 2020, 13:25

Йăва

Йăва - авалхи апат-çимĕç. Йăвана пылпа чустаран пĕçернĕ. Чăвашсен йăли тăрăх йăва Сурхури уявĕнче хатĕрленĕ. Чăвашсем йăвапа сурăхсем пулăхлă пултăр тесе апатланнă,çав хушăра кĕлĕ тунă:"Турă,ĕрчет сурăхсене, йăва чухлĕ пĕр карта сурăx пултăр". Çавăн пекех йăвапа туйра, çăварни кунĕсенче тата Мăнкунра хăнана чысланă.

1 кг чуста валли:700 г çăнăх,2 çăмарта, 10 г тăвар,20 г услам çу,100 г пыл.Сĕт янă савăта тăвар, çăмарта, ирĕлтернĕ услам çу ямалла. Лайăх пăтратмалла та алланă çăнăх хушмалла, унтан çемçе çăрнă чустана 15-20 минут хăпартмалла. Кайран чустана çĕнĕрен çăрмалла та вĕрен пек йăваламалла, ăна татăксем çине касса тухмалла та çавракалатмалла. Кăмакара е духовкăра пĕçермелле. Ӳсентăран çăвĕ янă çатма çинче те ăшалама юрать, анчах та çуне шеллемелле мар. Çу нумай янă çатмара йăвасем пĕр тикĕс хĕрелсе пиçеççĕ. Вĕри йăвасене пылпа сĕрмелле.
Читайте нас: