Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
23 Нарӑсӑн 2020, 15:43

Чустари сысна ашĕ

Ку апат уяв тĕлне вырăнлă. Сысна ашĕ тутлă та сĕтеклĕ пулать. Ăна тутă кĕртекенĕ – маринад.5 порци хатĕрлеме 800 г сысна ашĕ, 1 пуç сухан, 3 шăл ыхра, 1 апат кашăкĕ пыл, 2 апат кашăкĕ горчица, 3 апат кашăкĕ тип çу, тăвар тата тутă кĕртекен япаласем кирлĕ. Чуста валли 1 стакан шыв, 400 г çăнăх кирлĕ.

Маринад: пыла ирĕлтермелле, унта горчица, тăвар тата тутă кĕртекен япаласем хушмалла, хутăштармалла. Çак маринадпа аша сĕрмелле те 20 минут тытмалла. Çав вăхăтра чуста хатĕрлетпĕр.
Пельмень чусти пек шывран, тăвартан тата çăнăхран чуста çăратпăр. Йĕтĕрлесе саратпăр. Ун çине пĕр сий сухан, лавр çулçи хуратпăр, çиеле – аш хурса конверт пек чĕркетпĕр. Ăна тип çупа сĕретпĕр те тарăн савăта хурса духовкăна лартатпăр. 40 минутран температурăна 160 градуса çитиччен чакаратпăр тата 1 сехете яхăн тытатпăр. Кăларсан кăшт сивĕтетпĕр те хăнасем умне кăларса лартатпăр.
Читайте нас: