1 л кефир, 2 çăмарта, 1 пӗчӗк пакет типӗ çӗпре, 3 кашăк сахăр песокӗ, 3-4 стакан çăнăх, çур чей кашăкӗ ваниль сахăрӗ, çур чей кашăкӗ тăвар, ăшалама тип çу кирлӗ.
Çӗпрене кефир çине ярса ирӗлтермелле, тăвар, сахăр песокӗ хушмалла. Уйрăммăн лăкаса кăпăклантарнă çăмарта, унтан çăнăх хушса лайăх хутăштармалла та ăшă çӗре хăпарма лартмалла. Чуста хăпарса çитсен кашăкпа ăсса иле-иле хурса тип çу çинче ăшаламалла.