Пĕçернĕ чăх ашне турамалла. Мăйăра типĕ çатма çинче кăшт ăшаласа илмелле те тураса корейла кишĕ-рпе хутăштармалла. Хура сливăна (чернослив) лайăх çумалла, вĕри шыв ярса 10 минут лартмалла. Унтан хут салфеткăсем çине хурса типĕтмелле те турамалла. Пиçнĕ çăмартана шуррипе саррине пайламалла, уйрăмшарăн теркăпа хырмалла. Сыра вĕтетнĕ ыхрапа тата майонезпа хутăштармалла. Хатĕр çимĕçе сарлака турилкке çине майонезпа сĕре-сĕре сийĕн-сийĕн вырнаçтармалла: хура слива, чăх ашĕ (тăвар тата пăрăç сапмалла), кишĕрпе мăйăр, сыр, çăмарта шурри, çăмарта сарри. Çиелти сие майонез сĕрмелле мар. Петрушка çулçисемпе илемлетмелле. Салата пĕр-икĕ сехет сивĕ çĕрте тытмалла.