Сухана вĕттĕн турамалла, сыснапа ĕне ашĕн фаршĕпе хутăштармалла. Сухари, тăвар, пăрăç ярса пăтратмалла. Унтан - сивĕ шыв. Фарш çăра пулмалла. Катлетсем хатĕрлесе сухарире йăваламалла. Çатмара икĕ енĕпе саралса хĕреличчен ăшаламалла. Формăна хурса 160 градус вĕрилентернĕ духовкăра 15-20 минут пĕçермелле.