Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
3 Майӑн 2021, 10:20

Хырӑмлӑх рулечӗ

Ку чӑваш халӑх апачӗ, тӗпрен илсен, ӗне ашӗнчен хатӗрлет.Ӗне варӗ-300 грамм; чӗре-400 грамм; ӳпке-400 грамм; ҫӗвӗ-1 килограмм; ыхра-2 шӑл; шултра тӑвар -2 десерт кашӑкӗ; вӗтетнӗ хура пӑрӑҫ -2 чей кашӑкӗ.

Малтан фарш хатӗрлемелле: ҫӑмӑл, чӗре тата ҫӗвӗ мясорубка урлӑ ҫавӑрмалла, тӑварламалла, пӑрӑҫ сапмалла, вӗтетнӗ ыхра сапмалла. Лайӑх ҫуса тасатнӑ вар-хырӑма фаршпа тултарма, рулет пек ҫавӑрса ҫирӗп ҫиппе ҫыхмалла. Йӗркеленӗ рулета тӑвар хушнӑ шывра хатӗр пуличчен вӗретмелле. Малтан ҫипсене пуҫтарса порци татӑкӗсем ҫине касса вӗрилле ҫимелле.
http://muzeyhnir.pravorg.ru/chuvashskaya-nacionalnaya-kuxnya/
Читайте нас: