Пулла хуппипе ӑш-чиккинчен тасатма, ҫумалла, пӗчӗк татӑксене касса тӑвар сапма. Сӗте шывпа хутӑштармалла, вӗреме кӗртмелле. Тасатнӑ ҫӗрулмине вакласа 5 минут вӗретмелле. Унтан пулӑ хушмалла, тӑварламалла та яшкана хатӗр пуличчен пӗҫермелле. Ҫу хушмалла.