Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
28 Майӑн 2021, 15:39

Тутлă квас хатĕрлетпĕр

Ăна йÿçме тăхăр-вуникĕ сехет хушши вăхăт кирлĕ.

Квас хатĕрлеме типме пуçланă хура çăкăра ултă чĕлĕ касса, çатма çине хурса, духовкăра е вĕри кăмакара типсе хĕреличчен тытăр. Кайран, тăватă литр кĕрекен эмаль тирĕке хурса, унта шыв вĕретсе ярăр. Тепĕр çур сехетренех сухари исленсе çитет.
Сăрăхтарнă хыççăн ăна вăтăр-вăтăр пилĕк градус таран сивĕнессе кĕтмелле. Унта çирĕм грамм çĕпре, çур стакан песок хушăр.
Ăна йÿçме тăхăр-вуникĕ сехет хушши вăхăт кирлĕ. Кайран тепĕр хут сăрăхтармалла.
Кантăк кĕленчесене ярса лартма пулать кваса. Кашни кĕленче пуçне вуншар иçĕм çырли ярса лартсан, квас татах та тутлăрах пулать.
Апачĕ тутлă пултăр!
Читайте нас: