Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
7 Июлӗн 2021, 15:41

Кабачокпа рис запеканки

Тутлă та ансат çуллахи апат.

Кабачок —1 шт. (шултӑри), пӗҫернӗ рис — 100 гр., ҫӑмарта — 3 шт., тӑвар, пӑрӑҫ — тута каламалăх, пуç сухан — 1 шт., ӑшаламалли ӳсентӑран ҫӑвӗ, хытă сыр — 150 г.
Кабачока шултра теркăпа сӑтӑрӑр. Ун ҫумне тăварлă шывра пĕçернĕ 100 грамм рис хушӑр. Хутăша 3 ҫӑмарта ярăр, тӑвар сапăр. Шултра сухана вӗтӗ кубикпа касса ваклӑр та ӳсентăран ҫăвĕ ҫинче ылтӑн тӗс кĕриччен хӗртсе ӑшалӑр. Сухан ҫунса ан кайтӑр тесе час-часах пăтратӑр. Ӑна пӗтӗмӗшле массӑна хурӑр. Тĕплĕ пӑтратӑр — ку вӑл запеканка валли никӗсӗ пулать.
Пĕçермелли формине типӗ ҫупа сӗрӗр те пӗтӗм хутăша ҫавӑнта хурӑр, ҫиелтен тикӗслӗр, çиелтен сыр теркăласа хурăр.
180 градусра ҫур сехете духовкăна лартӑр. Хатӗр апата кӑштах сивӗнме парӑр та çиме юрать. Риспа ҫӑмарта кабачока лайӑх ҫирӗплетеҫҫӗ, хушма тутлӑх параҫҫӗ.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: