Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
8 Июлӗн 2021, 09:55

Чи лайăх квас йышне кӗнӗ

Палӑртма кӑмӑллӑ: «Букет Чувашии» кӑларакан «Килти квас» тӗрӗслев витӗр тухнӑ.

«Раҫҫейри пахалӑх системи» ҫӗршыври лавккасенче сутӑнакан квасӑн çичĕ маркине тишкернӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: «Букет Чувашии» кӑларакан «Килти квас» тӗрӗслев витӗр тухнӑ.
Тӗрӗслеве хутшӑннӑ виçĕ кваса технологие пӑсса хатӗрленнине палӑртнӑ. Хӑшӗ-пӗрне ГОСТпа килӗшӳллӗн вӗретмен.
Тӑватӑ квас ҫеҫ – «Очаковский», «Букет Чувашии», «Желтая бочка», «Силич» - тӗрӗслев витӗр тухнӑ, вӗсем пахалӑхлӑ пулнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, 2017 ҫулта «Букет Чувашии» квасӗ тӗрӗслевре палӑрайман, ӑна йӳҫӗтес тӗлӗшпе технологие пӑснине пӗлтернӗччӗ. Халӗ ку квас пахалӑхӗ лайӑхланнине палӑртнӑ.
Автор:IMPORT Сервисный
Читайте нас: