Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
12 Июлӗн 2021, 16:09

Медиксем ирсерен салă çимелли пилӗк сӑлтав пирки каланă

Стереотипсене пӑхмасӑрах салă ӳт-пӗвӗн ытлашши массишӗн айӑплӑ мар.

Специалистсем ирсерен 10-30 г салӑ çисен организма ҫирӗплетме, сывлӑха лайăхлатма пулать тесе шантараҫҫӗ. Салă юн тымарĕсене хӳтӗлет тата атеросклеротизм хыттисем пуласран хӳтӗлет иккен.
Салӑра линолин тата арахидон ҫуллӑ йӳҫеклӗхсем пур, ҫав йӳҫексем пуҫ мими ӗҫӗшӗн питӗ кирлӗ. Вӗсем варти ачан пуҫ мимине йӗркелеме тата аталантарма пулӑшаҫҫӗ, ҫавӑн пекех ӑна малашнехи пурнăçĕнче тăршшĕпе хӳтӗлеҫҫӗ. Тивӗҫлӗ йӳҫеклӗхсем пирӗн мĕнпур клеткӑсен сийĕнче те пулаҫҫӗ. Вӗсенчен йӗркеллех ӗҫлессипе ӗҫлемесси килет. Салӑра, сӑмахран, арахидон кислоти нумай.
Стереотипсене пӑхмасӑрах салă ӳт-пӗвӗн ытлашши массишӗн айӑплӑ мар. Ҫу хушăннин сăлтавĕ углеводра — сахар, пылак, ҫӑнӑх апачĕсенче.
100 г салăра усӑллӑ холестеринӑн талӑкри 1/3 норми пур, вӑл пирӗнни пек, пĕверте синтезланаканни пек, сиенлӗ мар. Унсӑр пуҫне, продуктра холестеринӑн хӑрушӑ свойствисене тата юн тымарӗсене хӳтӗлекен содержанине тытса тӑма пулать.
Апат-ҫимӗҫ иммун системине ҫирӗплетме пулӑшать. Унӑн йышне кӗрекен усӑллӑ холестеринпа усӑллӑ ҫусем клеткӑсене аталантарма хутшӑнаҫҫӗ, иммунитета йӗркелеме кирлӗ мембрансене аталантарма.
Специалистсем салӑпа усӑ курнинче тепӗр усăллă сӑлтав вӑл —-хатӗрлеме чи лайӑххи, теççĕ. Сӑмахран, унччентерех унпа мĕн те пулин ăшалама усӑ курнӑ.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: