Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
13 Июлӗн 2021, 13:22

Ананас евĕр кабачок салачĕ

1 кабачок (500 г), 80 г сахăр, çур чей кашăкĕ лимон йӳçекĕ, 1 стакан ананас сĕткенĕ.

Çунă, хуппине тасатнă кабачока 5-7 мм хулăнăш çаврашкасене касмалла, варринчи вăррисене тирпейлĕн пĕр-пĕр формăпа е черккепе кăларса илмелле. Вĕсем ананас пек çаврашка пулччăр.
Маринад хатĕрлетпĕр: 1 стакан ананас сĕткенне кастрюле ярса вĕрететпĕр, лимон йӳçекне, сахăр хушатпăр, касса хатĕрленĕ кабачока яратпăр. 15 минут вĕретнĕ хыççăн пăспа пăшăхланă таса çур литрлă банкăсене тирпейлĕн вырнаçтаратпăр, тимĕр хупăпа хупатпăр.
Автор:IMPORT Сервисный
Читайте нас: