Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
15 Июлӗн 2021, 14:26

Кабачок – корейла

3 кг кабачок, 0,5 кг кишĕр, 0,5 кг сухан, 2 шăл ыхра, 9 процентлă 100 г уксус, 200 г типĕ çу, 2 апат кашăкĕ тăвар, 200 г сахăр, корей кишĕрĕ тумалли приправа – 2 пакет (пĕри йӳçĕ пăрăçли, тепри ахальли).

Кабачока тата кишĕре тасатса теркăпа хырмалла (пысăккипе), савăта ямалла. Суханпа ыхрана вĕтĕ тураса унтах яратпăр. Специсем хушатпăр: уксус, типĕ çу, тăвар, сахăр, ятарлă приправа. Лайăх пăтрататпăр.
Хутăша пăспа пăшăхласа тасатнă банкăсене ярса тухатпăр (сĕткенĕпе пĕрле), хупписене çиеле хурса кастрюльти шыва лартса 30 минут вĕрилентерсе тасататпăр. Кăларсан хупăпа хытă хупатпăр, çавăрса хурса ăшă витетпĕр.
Автор:IMPORT Сервисный
Читайте нас: