Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
12 Октябрӗн 2021, 20:58

Мегахӑвӑрт та тутлӑ салат виçĕ ингредиентран

Салат хатӗр те

Мегахӑвӑрт та тутлӑ салат виçĕ ингредиентран
Мегахӑвӑрт та тутлӑ салат виçĕ ингредиентран

300 г чӑххăн шур какайĕ, 150 г хӑяр, 150 г консервланӑ пӑрҫа (банкӑран), 150 г хӑйма, укроп, тӑвар.
Чӑххăн тачăка какайне вĕреме кĕрсен 10 минут хушши вĕретмелле. Сивӗтмелле, турамалла. Хӑяра вӑтам вакă кубиксемпе касмалла. Укропа вӗттӗн-вӗттӗн турамалла. Чӑх какайне вӑтам кубиксемпе касмалла.
Какая, хӑяра, укропа, пӑрҫана салатникре хутăштармалла. Хӑйма, тӑвар хушмалла та лайăх пӑтратмалла.
Салат хатӗр те!

Мегахӑвӑрт та тутлӑ салат виçĕ ингредиентран
Мегахӑвӑрт та тутлӑ салат виçĕ ингредиентран
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: