3 шт. çăмарта, 200 г чăх какайĕ, 100 г сыр, 3 шал ыхра, майонез, 3 шт. кишĕр, хура пăрăç, ешĕл укроп е петрушка — илемлетме.
Ҫӑмартана, кишӗре, чӑх какайне пӗҫермелле. Ҫӑмартана, сыра, ыхрана вӗтӗ терка ҫинче сӑтӑрмалла. Чӑх кӑкайне вӗттӗн турамалла. Тӑвар тата пăрăç сапламалла та пӗтӗмпех пӑтраштармалла. 1—2 ст кашӑк майонез хушмалла. Мандаринка форми пек шариксем йăваламалла.
Кишӗре вӗтӗ терка ҫинче сӑтӑрмалла та сӗткене сăрăхтарса илмелле. Апат пленкин татӑкне касса илмелле. Апат пленкине сармалла та унта кашăкпа илсе кишӗр сий хурса ун ҫине сырпа, какайпа, çăмартапа тунă шарике хумалла та кишӗр сийӗпе чӗркемелле. Мандарин пек хатӗрлемелле. Симӗс укроп ҫулҫисемпе, мята çулçипе, е ытти ешĕл çулçăпа илемлетмелле — хăвăра мĕнле килĕшет. Турилкке çине илемлĕ майлаштарса хумалла.