Январӗн 23-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери кукăль кунне ҫулсерен паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавӑнпа паян лайӑх сӑлтав пур — коллективпа пӗр сӗтел хушшине пухӑнса, пӗр харӑссӑн кукăльпе чей ӗҫме.
Ҫак чаплӑ уяв историйӗ тӑрӑх, ҫынсем тахҫантанпах уяв ячӗпе ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Ҫак кун тӗлне уйрӑм ҫӑкӑр пӗҫернӗ, ăна "кукӑль" тесе ят панӑ, ӑна ĕлĕхи вырӑс чĕлхинчен куçарсан "ӗҫкӗ-ҫикӗ" тенине пĕлтерет.
Руçре кукӑль кил-ҫурт символӗ пулса тӑнӑ. Хӑш чухне кукӑльсене Раççейре ҫӑкӑртан та хисеплĕрех тесе шутланӑ. Чӑнах та, сайра хăш кил хуҫи хӗрарӑмӗ кукӑль пӗҫермест. Ку искусствӑна амӑшӗнчен хĕрне, ӑруран ӑрӑва параҫҫӗ.
https://mgazeta.com/articles/kukhnya-mg/2024-01-23/23-yanvarya-vsemirnyy-den-piroga-3613523