Çутă çул
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне палăртас йĕркепе Çĕнтерÿ урамĕсене юсама проект хатĕрлеççĕ

«Çĕнтерÿ урамĕ» проекта Аслĕ Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине чысланă тата ун тăрăх хуласенчи Çĕнтерÿ урамĕ ятлă урамсене йĕркене кĕртме пăхса хăварнă. Пушкăртстанра кăçал Çĕнрерÿ кунне е Аслă Отечественнăй вăрçă геройĕсемпе ветеранĕсен ячĕсене панă урамсенче, проспектсемпе площадьсенче юсав ĕçĕсем пуçланă, унта тирпей-илем кĕртеççĕ.

Тĕпрен илсен, пĕлтĕр Уфара Клавдия Абрамова, Бабушкин, Çĕнтерÿ, Фронт Бригадисем урамсене юсана, Стерлитамакра — Олег Кошевой, Аркадий Гайдар тата Пантейкин урамĕсене.
Дюртюлинче Çĕнтерĕве 40 çул, Маринеску, Николй Чирва, Талалихин урамĕсенчи çутăсене улăштарнă тата юсанă. Ермекейре — Грачев урамне, Караидельте — Черепахин, Романов, Миниахметов, Гареев, Корочкин урамĕсене.
2020 çулта та «Безопасные и качественные автомобильные дороги» наци проекчĕн йĕркипе çулталăк тăршшĕпе çак ĕçе илсе пыраççĕ.
«Хула тавралăхĕ» тата «Пушкăрт килкартисем» программăсен йĕркипе 2020 çулта нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсем патĕнчи çулсене асфальт сарма, машина лартмалли вырăнсене тата урамри çутăсене (энергие упракан светильниксем) лартма тата асфальт çулсене юсама, çул çине паллăсем ÿкерме пăхса хăварнă.
ПР Патшалах транспорт комитечĕ.
Читайте нас: