Çутă çул
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пӗтӗм пурнӑҫ ĕҫре иртнӗ

Çирĕклĕри 90 ҫул тултарнă ĕҫ ветеранӗ Вениамин Александрович Михайлов пурнӑҫ ҫине оптимизмпа пӑхать.

Пӗтӗм пурнӑҫ ĕҫре иртнӗ
Пӗтӗм пурнӑҫ ĕҫре иртнӗ

Çирĕклĕри 90 ҫул тултарнă ĕҫ ветеранӗ Вениамин Александрович Михайлов пурнӑҫ ҫине оптимизмпа пӑхать.
Хыҫӗнче пысӑк ӗҫ пурнӑҫӗ тăракан аслӑ ӑру ҫыннисем - хальхи ҫынсемшӗн, ялти ҫамрӑксемшӗн, ачисемпе мӑнукӗсемшӗн чӗрӗ тӗслӗх.
— Пирӗн ял тӑрӑхӗнче паян тӑхӑрвунӑ ҫултан иртнӗ тӑватӑ çын пурӑнать. Нумаях пулмасть эпир хисеплӗ Вениамин Александрович Михайлова юбилей кунӗ ячӗпе саламларӑмӑр, — тет Çирĕклĕ ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Петров.
Ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Вениамин Александрович механизатора вӗренсе тухнӑ. Унӑн пӗтӗм ӗҫ биографийӗ Ленин ячӗллӗ тӑван колхозра тава тивӗҫлӗ канӑва тухиччен тракторсемпе комбайнсен тӗрлӗ маркисемпе ҫыхӑннӑ. Тӑван колхозра нумай тăршшĕ тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленĕ механизаторăн, ӗҫ ветеранĕн Вениамин Александровичӑн Хисеплӗ грамотӑсем нумай тата "Коммунизмла ӗҫ ударникӗ" кӑкӑр çине тирмелли палли, "Ĕҫ ветеранӗ" медаль пур.
Вениамин Александрович Раиса Максимовна мӑшӑрӗпе тӑватӑ ача пӑхса ӳстернӗ. Килти хуҫалӑхра куллен вӑй-халпа ӗҫлени тата пӗр-пӗрне юратни Михайловсен çемйине сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пурăнни пысӑк оптимистсем пулма пулӑшать. Паян ку ялта нумай ҫын скандинави уттипе интересленет. Раиса Максимовна Михайлова, 87 ҫул тултарнӑскер, ҫак кӑсӑкланӑвӑн чи активлисенчен пӗри. Ҫемье пуҫлӑхӗ Вениамин Александрович хӗллехи тапхӑрта йӗлтӗрпе уҫӑлса ҫӳреме юратать. Мӑшӑрсем районти обществӑлла пурнӑҫпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Вара ҫулсеренех ҫырӑнса илекен "Светлый путь" хаҫата тĕппипе вулаҫҫӗ.
Çирĕклĕ ял тӑрӑх администрацийӗн ӗҫченӗсем Вениамин Александровича тата унӑн мӑшӑрне Раиса Максимовнана саламланă. Юбиляра Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗнчен Радий Хабировран салам çырăвĕ тата хаклӑ парне панă.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир СМОЛОВ.

 

Пӗтӗм пурнӑҫ ĕҫре иртнӗ
Пӗтӗм пурнӑҫ ĕҫре иртнӗ
Пӗтӗм пурнӑҫ ĕҫре иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: