Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ҫӗнтерӳ — пирӗн пӗрлехи ӗҫ

Волонтерсен "Тыл фронту — Зириклы" ушкӑнӗ пулӑшӑвӗн пӗтӗмӗшле пухмачĕ СВОра ҫӗршывшăн ҫапӑҫакан ентешсене пысӑк тӳпине хывать.

Ҫӗнтерӳ — пирӗн пӗрлехи ӗҫ
Ҫӗнтерӳ — пирӗн пӗрлехи ӗҫ

Волонтерсен "Тыл фронту — Зириклы" ушкӑнӗ пулӑшӑвӗн пӗтӗмӗшле пухмачĕ СВОра ҫӗршывшăн ҫапӑҫакан ентешсене пысӑк тӳпине хывать.
2022 ҫулхи ҫуркунне пуҫламӑшӗнче, граждан позициллĕ Çирĕклĕ çыннисем, Пишпÿлек районӗнче чи малтисен шутĕнче Донецк тата Луганск Халӑх Республикисен территорийӗсене Украина неонационалисчӗсенчен хӑтарас енӗпе ятарлӑ ҫар операцине ӑнӑҫлӑ ирттерме ирӗклӗ тата тӳлевсӗр пулӑшу парас енӗпе волонтер юхӑмне хутшӑннӑ. Маскировка сеткисем ҫыхмалли, апат-çимĕçсемпе япаласем хунă адреслă посылкăсем пухмалли, окоп ҫуртисем тумалли волонтерсен вырӑнĕ ялти Культура ҫурчӗ пулса тӑнӑ. Ĕçлекен ушкӑнсене ертсе пыраканĕсене те ӑнӑҫлӑ суйланă. Ҫапла маскировка сеткисем çыхакан ушкӑн ӗҫӗшӗн Тамара Витальевна Петрова яваплӑха хӑй ҫине илнӗ. Халӗ çирĕклĕсем тунă передовойра питӗ кирлӗ хатӗрсен йышӗ ҫӗр экземпляртан та иртнĕ. Кӑҫалхи январьте кӑна маскировка тумалли ултӑ сетка явнӑ. Медикаментсем, квадрокоптерсем, строительство материалӗсем тата ытти япаласем туянма вырӑнти халӑхран укçа-тенкĕ пухнӑшӑн Олеся Валериановна Андреева явап тытать.
СВОна хутшăнакан ҫынсене вӑйлӑ пулӑшу паракан ҫынсене тав тӑвас килет. Окоп ҫуртисене Александр Геннадиевич Петров тума тытӑннă. Ҫак процеса конвейер пек йĕркеленĕ: парафин туянаҫҫӗ, банкăсене пӗтӗм ялӗпе пухаҫҫӗ, ӑвӑсне вырӑнти хурт-хăмăрçăсем уйӑрса параҫҫӗ. 300 ытла окоп ҫурти хатӗрленӗ ĕнтĕ. Паян окопсемпе блиндажсенче Çирĕклĕрен 16 çын — доброволецсем, контрактниксем тата мобилизациленӗ ҫар служащийӗсем. Вӗсем пӗр-пӗрин хыҫҫӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршыва отпуска килеҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле волонтерсем, ялти ҫамрӑксемпе вӗренекенсене шута илсе, тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.
Пӗрлехи ҫӗнтерӗве кунран-кун ҫывхартакан Çирĕклĕри чи хастар волонтерсем Римма Петровна Ильмурзина, Ирина Петровна Ештукова, Лира Петровна Сергеева, Тамара Михайловна Андреева, Любовь Андреевна Чернова, Светлана Валерьяновна Григорьева, Нина Трофимовна Ильмурзина, Раиса Анатольевна Ильмурзина, Лариса Семеновна Трофимова, Галина Николаевна Бодрова, Татьяна Маратовна Ильмурзина, Наталья Викторовна Ильмурзина, Татьяна Георгиевна Григорьева, Оксана Петровна Ильмурзина Зина Юрьевна Артемьева пулаҫҫӗ. Нумаях пулмасть командăна Лилия Минуловна Назарова, Фая Минуловна Григорьева тата ыттисем те хутшӑннӑ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Олеся Андрееван архивĕнчен.

Ҫӗнтерӳ — пирӗн пӗрлехи ӗҫ
Ҫӗнтерӳ — пирӗн пӗрлехи ӗҫ
Ҫӗнтерӳ — пирӗн пӗрлехи ӗҫ
Ҫӗнтерӳ — пирӗн пӗрлехи ӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: