"Вӑхӑтлă пулӑшу" ятарлă ҫар операцине хутшăнакансене пулӑшу паракан Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн "Ыркăмăллӑх волонтерӗсем" хӑйсен ӗҫне хӑвӑрт та пахалӑхлӑ тăваççĕ.
Технологи урокӗсенче ачасем аманнӑ салтаксем валли 30 минтер çĕлесе туса пĕтернĕ, 400 пакет чей туса коробкăсем ӑшне тултарнă, пулăшу памалли 38 сулӑ тунă, маскировка сеткине туса пӗтернĕ.
Эпир хамӑр пулӑшни тата ахаль ҫын тимлӗхӗ пире хӳтӗлекенсен ăс-тăнпа чун хавалне хастарлатма пулӑшасса шанатпӑр.
Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
#ВолонтерыДобра
#СвоихНеБросаем
#ЗаРоссию
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.