Уфа предпринимателĕ Муса Мазитов ятарлӑ ҫар операцийĕ иртекен зонӑра ӗҫлеме УАЗ-буханка хатӗрлет. Кун пирки хулан Октябрь район администраци пуҫлӑхӗ Антон Тарасов пӗлтернӗ.
"Муса Мазитов предпринимателе черетлӗ УАЗ патăмăр, вӑл ӑна юсаса ҫӗнетме тытӑнӗ те ӑна иккӗмӗш пурнӑҫ парӗ. Автомобиле юсаса пӗтерсен ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине яраҫҫӗ, унта пирӗн хӳтӗлекенсене ҫирӗп пулӑшу пулать", - тесе ҫырать вӑл социаллă сетьри хăйĕн страницинче.
"Спецопераци зонинче пирӗншӗн пуриншӗн те ҫапӑҫакан боецсем валли хатӗрлетӗп ӑна. Ӗҫ нумай пулать, анчах манӑн юсамалли план пур ӗнтӗ", — пӗлтернӗ Мазитов хӑйӗн telegram-каналӗнче.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Уфари Октябрь район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Антон Тарасовӑн telegram-каналĕ.