Уфара "Защитники Отечества" фонд филиалӗн площадкинче Пушкӑртстанри сывлӑх сыхлавӗ, социаллӑ политика тата ветеран ӗҫӗсен Патшалӑх Пухӑвӗн Комитечӗн ларӑвӗ пулса иртнӗ.
Кун пирки социаллӑ сетьсенче БГПУ ректорӗ Салават Сагитов каласа панӑ.
Филиал ертӳҫи Гульнур Кульсарина ятарлă ҫар операцийӗн ветеранӗсене социаллӑ пулӑшу парас, вилнисен ҫемйисене пулӑшас тата пулӑшу мерисене лайӑхлатас енӗпе фондӑн ĕçĕсем ҫинчен каласа панă.
Комитет ларăвĕ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Акмулла ячĕллĕ университетпа Фонд сотрудничество çинчен килӗшÿ ҫине алӑ пуснă.
— Эпир хамӑр боецсене психологилле пулӑшу паратпӑр, — палӑртнă Салават Сагитов. — Февральтен пуҫласа Акмулла ячĕллĕ университет воинсене пирӗн "Сокол" спортпа сывлӑх комплексӗнче тӳлевсӗр сывалма май парать — кашни кун 40 çынна бассейнпа тата 25-шне тренажер залĕпе усӑ курма май парать.
Ларӑва хутшӑнакансем ҫавӑн пекех БГПУ педагогика специальноҫӗсене вĕренме кӗрес текенсем валли мероприятисене сӳтсе явнă.