Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта ятарлă çар операцине хутшăнакансене гуманитари пулăшăвĕ пухассипе "Хамӑр салтаксене пулӑшар" акци иртнӗ. Паян пирӗн Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсене ҫавӑн пек пулӑшу памалла. Акцин тӗп пӗлтерӗшӗ — пурлӑх пулӑшӑвӗ парассинче кӑна мар, салтаксен ҫапӑҫури чун-хавалне ҫирӗп тыттарасси те кирлӗ, сана пурте асра тытни яланах кӑмӑллӑ вӗт: санӑн Тӑван çӗршыву, санӑн çуралнă çĕршыву, санӑн тӑванусем. Граждансен пӗрлӗхне кӑтартмалла, пӗрле пулмалла, хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене хамӑр ҫар ҫыннисене, кашни кун паттӑрлӑхпа çирĕплĕхе кӑтартаканскерсене, пӑрахса хӑвармалла мар. Вăрах пăсăлман апат-ҫимӗҫ (консервӑсем, килти салма, ҫӑратнӑ сӗт, кондитер апачĕсем, печени, чей т.ыт. те), гигиена хатӗрӗсем, медикаментсем, ӑшӑ чӑлхасем пухнă. Вӗренекенсем хӑйсен ӳкерчӗкӗсене, пирӗн салтаксене ырӑ сунса саламланă открыткăсем ӳкернĕ, ҫавӑн пекех ӑшӑ та чӗререн пулӑшакан сӑмахсемпе ҫырусем ҫырнă.
Ашшĕ-амăшсене, вӗренекенсене, учительсене асӑннӑ акцие активлă хутшӑннӑшӑн пысӑк тав. Сÿрĕк мар пулнӑшӑн, пурнӑҫри активлӑ позицишӗн, пӗрле ӗҫленӗшӗн тавтапуҫ. Ҫӗр ҫинче уҫӑ кӑмӑллӑх тата тараватлăх пур чухне, яланах пулӑшу пама хатӗр ҫынсем пур пулсан, апла пулсан, шанчӑк та, малашлӑх та чӗрӗ. Эпир пӗрлехи шухăш-кăмăлпа вӑйлӑ! Апла пулсан, эпир пӗрле ҫӗнтеретпӗр! Эпир хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр вӗт!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587