СВОна хутшӑнакансене пулӑшни тӗрлӗ профессиллĕ тата ҫулсенчи ҫынсене пӗрлештерчӗ. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул волонтерĕсем Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсене малтанхи кунсенчех хӑйсен ирӗкӗпе пулӑшаҫҫӗ.
Паянхи куна учительсемпе вӗренекенсем 165 маскировка сетки явнӑ, 60 яхӑн кикимора костюмне хатӗрленӗ. Технологи урокӗсенче 60 "свой-чужой" хӑю ҫӗленӗ, 72 нашлемник явнӑ, 300 ытла блиндаж ҫурти тунă.
Кӗҫӗн классем кашни гуманитари конвойӗпе салтаксене пулӑшу пама ҫыру яраҫҫӗ.
Передовойри боецсене ҫакӑн пек пулӑшу питӗ кирлӗ пулнине вӗсем ӑнланаҫҫӗ. Вӗсем туса хатӗрленӗ кашни япала камӑн та пулин пурнӑҫне ҫӑлса хӑварать, тӑшман пульлинчен хӳтӗлет, боецсене кил ӑшшипе ӑшӑтать, сивӗ каҫсенче канлӗх парать.
Кӑҫалхи январьте шкул "Наци апачĕ СВО валли" акцие хастар хутшӑннă. Учительсемпе шкул сотрудникӗсем боецсем валли кирлӗ техника туянма укҫа-тенкӗ пухас ӗҫе яланах хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Эпир Ҫӗнтерӗве тата хамӑр салтаксем часах киле таврӑнасса шанатпӑр!
#Бижбуляк2школа
#СВОихнебросаем
#ВседляПобеды
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2