Февралӗн 15-мӗшӗнче Çирĕклĕ клубӗнче "Салтака çыру" акци иртнӗ.
Ачасем ҫырӑвӗсенче çар ҫыннисене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ҫӑмӑл мар ҫар службăшăн, паттӑрлӑхшӑн тата çирĕплĕхшĕн пулӑшу тата тав сӑмахӗсем çырнă.
Ҫырусенче вӗсем пирӗн хаклӑ боецсене февралӗн 23-мӗшӗ ҫывхарса килекен уявпа ӑшшӑн саламланă, хӑвӑртрах Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнма суннă.
Ҫырусенче ачасем вӑрҫӑ пӗтессе тата Раҫҫей салтакӗсем киле таврӑнасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтни ҫинчен ҫырнă.
Хӑшпӗрисем ҫар ҫыннисен паттӑрла ӗҫӗсемпе мӗнле хĕпĕртени ҫинчен сочиненисем ҫырнӑ.
Халӗ ҫӑмӑл мар лару-тӑрура, йывӑр условисенче тӑракан боецсемшӗн пулӑшу мӗн тери кирлине ачасем ӑнланаҫҫӗ.
Ҫав çырусем пирӗн ҫар ҫыннисене вӑй паччӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.