Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнĕ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе тӗлпулу каҫӗ иртнӗ. Мероприятире ҫар ҫыннисен ашшӗ-амӑшӗсем, Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ, волонтерсем хутшăннă. Чей ӗҫнӗ май боецсем хӑйсен служби ҫинчен каласа панă, боецсем волонтерсене пулӑшнӑшӑн тав тунă.
Ситекпуçсем боецсене отпуск хыҫҫӑн каялла, СВО зонине, кӗске вӑхӑтлӑха отпускра пулнӑ хыççăн çар задачисене пурнӑҫлама ӑсатса янă. Вӗсене маскировка сеткисем, февралӗн 23-мӗшӗпе парнесем панă, часрах киле ҫӗнтерӳпе таврӑнма суннă. Боецсем хӑйсен ҫемйисемпе, тусӗсемпе пулнă, каннă, вӑй илнĕ те каллех СВО зонине таврӑннă.
Киле кашнине чӗрӗ те сывӑ кӗтетпӗр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sedyakbashsdk2023