Зианчура районӗнчи Исянгулово ялӗнчи ҫамрӑк Амир Магадеев ятарлă ҫар операцине хутшăнакан ҫар ҫыннисене пухнӑ укҫине панӑ. Сакӑр ҫулхи ача мӗн туни ҫинчен Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн социаллă сетьри страницинче каласа панӑ.
Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, Амир планшет туянма укҫа пухнӑ. Анчах ҫамрӑк патриот укҫа фронтра кирлӗрех пулнине ӑнланнă.
"Вӗсене кирлӗрех — унта ман пекех ачасен ашшӗсем вӗт", - шутлать Амир.
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Амир ӗҫӗсем ҫинчен унӑн амӑшӗ соцсетьсенче каласа панӑ, тесе ҫырать. Публикаци хыҫҫӑн тусĕсемпе сÿрĕк мар кăмăллă ҫынсем çак ирӗк ĕçе хутшăннă. Вара 19 пин тенке яхӑн пуҫтарнӑ, вӗсемпе икӗ раци туяннӑ.
"Ҫак истори мана Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче комсомолецсем, пионерсем, пирӗн республикӑри шкул ачисем те самолетсемпе танксем тума укҫа пухнине аса илтерчӗ. Амирăн камран тӗслӗх илмелли пур. Унӑн ашшӗ МВД офицерӗ. Аслашшӗ — отставкӑри подполковник, ҫапӑҫусен ветеранӗ. Вӑл та пирӗн ҫӗнтерӗве пысӑк тӳпе хывнă, хăйĕн укçипе боецсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑваракан икӗ антидрон туяннă та боецсене панă. Амира, унӑн тусӗсене тата, паллах, ашшӗ-амӑшне ҫакӑн пек ывӑл пӑхса ӳстернӗшӗн тав тӑватӑп. Республикӑра пурӑнакансене, пирӗн каччӑсене чӗререн пулӑшакансене пурне те тав тӑватӑп", - тесе ҫырнӑ Радий Хабиров.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн Радий Хабировăн telegram-каналӗ.
https://www.bashinform.ru/news/svo/2025-02-26/radiy-habirov-podelilsya-trogatelnoy-istoriey-yunogo-patriota-iz-bashkirii-4137110