Калинин ял Советĕнчи Ермолкинри ҫамрӑк гвардеецсем ятарлă çар операцине хутшăнакан боецӗн ҫемйине юр тасатма пулӑшнă. Ачасем кӗреҫесем илнĕ те ҫурт умӗнчи сукмаксемпе территорие пухӑннă юртан хӑвӑрт тасатнă.
Ҫавӑн пекех активистсем ҫар ҫыннин тӑванӗсене сывлӑх суннӑ, йӑлари ыйтусене татса пама пулӑшу сӗннӗ, малалла пулӑшу пама калаҫса татӑлнӑ.
"Ашшӗсемпе ывӑлӗсем, упӑшкисемпе пиччӗшӗсем уйрӑм мобилизаци вӑхӑтӗнче фронта кайнӑ ҫемьесенче нумайăшне паян пулӑшу кирлӗ. Пирӗн тӗллев — ҫак йывӑр тапхӑрта юнашар пуласси тата кирек мӗнле ыйтӑва та хирӗҫ хурав парасси", — пӗлтернӗ ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист.
#БижбулякскийРайон
#СвоихНеБросаем
#МыВместе
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпулекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.