Çутă çул
+5 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Хӗрарӑм, предприниматель, волонтер

Улттӑмӗш "Юрта" Луганскра пулнӑ. Доброволецсен отрядӗнче пирӗн ентеш — уйрӑм предприниматель Анна Захарова та пулнӑ.

Хӗрарӑм, предприниматель, волонтер
Хӗрарӑм, предприниматель, волонтер

Улттӑмӗш "Юрта" Луганскра пулнӑ. Доброволецсен отрядӗнче пирӗн ентеш — уйрӑм предприниматель Анна Захарова та пулнӑ.
Пушкӑртстан волонтерсен хӗрарӑм отрячӗсене йӗркеленӗ пӗрремӗш регионсенчен малти пулса тӑчӗ. Доброволецсен кашни ушкӑнӗнче ҫичшер хӗрарӑм, ушкӑн икӗ эрне тăршшĕ вахтӑра тӑрать. Ку вӑл волонтер проекчӗ, госпитальте ӗҫленӗшӗн укҫа тÿлемеççĕ, ҫав хушӑрах вахта вырӑнне кайса çитме тата вӗсене пурӑннӑшӑн республика тӳлет.
Аса илтеретпӗр, Пушкӑрт Республикинчи предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Зухра Гордиенко кашни эрнери оперативлӑ канашлусенчен пӗринче Радий Хабирова Луганск тата Донецк Халӑх Республикисен больницисене аманнӑ боецсене пӑхма кайма ушкӑнсем йӗркелесси ҫинчен доброволец-хӗрарӑмсем ыйтнине каланă. Республика Пуҫлӑхӗ вӗсен пуҫарӑвне ырланӑ. Доброволецсен пӗрремӗш отрядӗнчи хӗрарӑмсемпе тӗл пулсан, Радий Фаритович вӗсене пысӑк проекта пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ: "Пирӗн истори интереслӗ пулчӗ — эсир хӑвӑр решени йышӑнтӑр та унта кайрăр. Ҫак ҫулсенче эпир Луганска пулӑшатпӑр, ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан, вӗсене икӗ хут ытларах пулӑшса пыма тытӑнтӑмӑр. Ачасем ҫапӑҫнӑ чухне госпитальсенче ҫакӑн пек пулӑшу уйрӑмах кирлӗ. Эпӗ нумай сиплев учрежденийӗсенче пулкаланӑ, пирӗн пулӑшăва чӑнах та тав туса йышӑннине пӗлетӗп. Тавтапуҫ сире ҫакӑн пек ӗҫленӗшӗн".
— Ятарлă ҫар операцийӗ пуҫлансан, манӑн унта гуманитари пулӑшӑвне илсе каяс, ачасене пулӑшас, вӗсене мӗнпе пулӑшма пултарнине тума, пурне те хам куҫпа курас килчӗ, волонтер хӗрарӑмсене пухни ҫинчен пӗлсен, пӗр шухӑшласа тӑмасӑрах списока кӗртме ыйтрӑм, — тет Анна Вячеславовна.
Отряд составне ҫитес ҫула кайма хатӗрленнӗ май Анна волонтер юхӑмӗнче те малалла ӗҫлет. Апат-ҫимӗҫ, тумтир, медикаментсем тата чи кирлӗ япаласем пухас тата ӑсатас ӗҫе хутшӑнать кӑна мар, ҫак мероприятисене хӑй йӗркелет. Пирӗн салтаксенчен тепӗр хут ҫыхӑну илсен, пирӗн ачасем ятарлă ҫар операцийӗн зонинчен хӑйсен ентешӗсем пулӑшнӑшӑн савӑннине тата тав тунине курсан, вӑл тата хытӑрах хавхаланса кайнă та, тем пулсан та, вӗсем патне кайма шут тытнă.
— Эпир гуманитари пулӑшӑвне пухрӑмӑр, Курскри госпитале, унта кӑткӑс лару-тӑру пулса иртнӗ чухне, кирлӗ япаласене ӑсатрӑмӑр. Эрне хушшинче икӗ тонна ытла япала пухрăмăр: тумтир, пылак япаласем тата ытти те. Ҫаксене пурне те эпир Раҫҫей Почти урлӑ ӑсатрӑмӑр. Эпӗ кӑна пӗччен туман, пирӗн пысăк команда пур, - малалла калать Анна Вячеславовна.
Анна Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн "Женщины бизнеса" ассоциацине хастар хутшӑннӑ. Раҫҫейре организаци 20 ҫул ĕçлет ӗнтӗ, Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенчи хӗрарӑм-предпринимательсен интересӗсене кӑтартакан профильлӗ организацисене хӑйӗн ӗҫӗнче пӗрлештерет. 2024 ҫулхи майра пирӗн калаҫакан пуҫарнипе районта Ассоциаци представителӗ уҫӑлать. Общество организацийӗн вырӑнти уйрӑмӗ, Анна Вячеславовна ертсе пыраканскер, районти волонтер юхӑмне йӗркелес тата координацилес енӗпе тачӑ ӗҫлет. Ҫак пӗчӗк тапхӑрта ҫамрӑк хӗрарӑм санинструкторсен кӗске сроклӑ курсӗнче вӗренсе тухнӑ, унта пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курма кӑна мар, пурнӑҫри ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑва тӳссе ирттернӗ ҫынсемпе психологи пулăшăвĕпе кирлӗ пӗлӳ илнӗ.
Кӑҫалхи январьте шухӑш пурнӑҫа кӗнӗ: калаҫусемпе тӗплӗн суйлав иртсен, пирӗн волонтер улттӑмӗш "Юрта" составне кӗнӗ. Кун ҫинчен тӑванӗсенчен мăшăрĕ Иван Константиновичпа виҫӗ ачи ҫеҫ пӗлнӗ, ашшӗ-амӑшӗ пӗлмен те. Юрать-ха, упӑшкипе ачисем ҫакӑн пек пуҫарӑва ырланă. Павел пиччӗшӗпе унăн Алина мӑшӑрӗ Анна Луганска кайнӑ чухне, унăн бизнесне тытса пырас тӗлӗшпе нумай пулăшнă. Пирӗн ҫичӗ хӗрарăм пӗр талӑк хушшинче вырӑна ҫитнĕ те тара илнĕ хваттерӗсене вырнаҫнă. Хула кӑмӑла кайнă: таса, тирпейлӗ, илемлӗ. Урамра ӑшӑ кӑмӑллӑ вырӑнти ҫынсем тӗл пулнă. Таврана вăрах мар вăхăт хушши хӑнӑхса ҫитнӗ хыҫҫӑн ӗҫе тытӑннă. Ӗҫ кунӗ ирхине ултӑ сехетре пуҫланнă та каçхи ҫичӗ сехетре вӗҫленнĕ.
Волонтерсем хӑйсене хушнӑ кирек мӗнле ӗҫе те пурнӑҫланӑ. Палатӑсенче дежурит тунă, аманнисене анализсем, процедурӑсем тума çÿретнĕ, анализсем тунă, боецсене ҫунă, вӗсен вырӑнĕсене, кӗпе-йӗмне улӑштарнă, апат-ҫимӗҫпе эмел ӗҫме пулӑшнă, ҫавӑн пекех медицина работникӗсемпе пӗрле операцисене хатӗрленмелли мероприятисем ирттернĕ.
Госпитальте ĕçлекенсем ҫитмеҫҫӗ. Ятарлӑ опыт ҫук волонтерсен перевязка тумалли отделенинче ӗҫлеме тивнӗ. Медсестра хӑвӑрт эмелсене, сурансене ҫыхмалли материалсене кӑтартнă, сурансене мӗнле майлаштармаллине пӗр-икӗ сӑмахпа ӑнлантарса панă та, - малалла! Анна ача чухне врач пулма ӗмӗтленнӗ, ҫутҫанталӑк хывнӑ пултарулăхсем ӑна кирлӗ таран пулăшнă. Перевязка тумалли отделенинче пӗр эрне ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл сменӑра аллӑ ытла аманнӑ салтака ҫыхма ӗлкӗрнӗ. Хирурги операцийӗсене ирттернӗ чухне вӑл темиҫе хутчен те пулнӑ, операци тӑвакан врачсене пулӑшнӑ. Кунӗпе пациентсемпе юнашар пулнӑ май, доброволецсем ӳт-пӗвӗпе кӑна мар, моральпе психологи тӗлӗшӗнчен те пысӑк пулӑшу панӑ. Нумай боецсемпе туслашнă вӗсем. Аманнӑ боецсемпе пирӗн волонтерсем хушшинче ӑшӑ та туслӑ хутшăну пуҫланса кайнă. Госпитальте сипленекен салтаксем хӑйсене пулӑшакан ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑмсене хӑйсен амӑшӗсемпе аппăшĕсене йышӑннӑ пек йышӑннӑ. Малтанлӑха черченкӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах пысӑк чӗреллӗ хӗрарӑмсем салтаксен нушисемпе ыйтӑвӗсене ӑнланнӑ.
Госпитальте ӗҫ йывӑр, анчах Анна Вячеславовна каялла таврӑнса медиксене пулӑшма хатӗр. Аманнӑ салтаксем доброволецсене тав тӑваҫҫӗ: "ҫакӑн пек йывӑр ӗҫе пӑхмасӑрах ыттисене пулӑшма вӑй тупакан хӗрарӑмсем пур чухне пире нимӗн те хӑрушӑ мар".
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Анна Захарована - предпринимателе, волонтера, пысӑк чӗреллӗ ҫынна, ҫӗр ҫинчи пур ырлӑха сунатпӑр.
Гази МУХАМЕТОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Анна Захарован архивӗнчен.

 

 

Хӗрарӑм, предприниматель, волонтер
Хӗрарӑм, предприниматель, волонтер
Хӗрарӑм, предприниматель, волонтер
Хӗрарӑм, предприниматель, волонтер
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: