Пушкӑрт студенчӗсем СВОна хутшӑнакансене пулӑшнӑ. Вӗсем 3D-принтер ҫинче пӳрнесем валли лангеткӑсем тунӑ. Вӗсем аманнă ҫар ҫыннисене сыватма кирлӗ.
Кун ҫинчен Благовещенск район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анна Карабанова каласа панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, отпускри боецсенчен пӗри студентсемпе тата преподавательсемпе тӗл пулма килсен, пурте пуҫланнӑ. Калаҫнӑ хушӑра воин госпиталь пулӑшӑвӗ ҫинчен каласа панă.
Никита Кочергин студент шухăша пурнӑҫлама тытӑннă.
"Чертежсемпе пластика интернет урлӑ специализациленӗ сайтсенчен заказ турăмăр. Пӳрне вӗҫӗнчи лангетка ҫӑмӑл пулчĕ. Пӗрремӗш партие вунă штук турӑмӑр та госпитале ӑсатрӑмӑр. Халӗ студентсем лангеткӑсен тата ытти медицинӑпа реабилитаци оборудованийӗн ытти формисене те хӑнӑхаҫҫӗ. Тавтапуҫ ачасене. Кирлӗ ӗҫ. Пирӗн хушӑмӑрта сӳрӗк ҫынсем ҫук, ку савӑнтарать", - палӑртнă Анна Карабанова.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Благовещенск район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Анна Карабанован telegram-каналĕ.