Пушкӑрта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем таврӑнаҫҫӗ. Республика вӗсене реабилитаци кӑна мар, консультаципе пӗрле пур енчен те пулӑшу пама хатӗр пулмалла. Кун пирки Пушкăрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ЦУРта иртнӗ правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче пӗлтернӗ.
Иртнӗ эрнере Радий Хабиров регионти "Защитники Отечества" патшалăх фончĕн филиалӗ валли хатӗрленӗ хушма ҫурта пӑхса тухнӑ. Паян вӑл ҫемье, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн Ленара Иванован ҫак ӗҫ мӗнле пыни ҫинчен докладне итленӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ ветерансене пулӑшу республика шайӗнче кӑна мар, муниципалитет влаҫӗсем те пулмаллине палӑртнӑ. Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, муниципалитет пуҫлӑхӗсене ҫак ӗҫе йӗркелеме мӗн кирлине палӑртмалла тата хушмалла.
– Ҫар ҫыннисем тӗрлӗ сӑлтавсене пула – суранланнипе, ÿсĕмне пула таврӑнма пуҫлаҫҫӗ. Хӑҫан та пулин демобилизаци пулать. Ку ӗҫе пирӗн хатӗр пулмалла, - тенӗ регион пуҫлӑхӗ.
Палӑртса хӑваратпӑр, "Защитники Отечества" фонда Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе тунӑ. Халӗ Уфара фонд уйрӑмӗ Мингажев урамӗ, 107-мĕш çурт адреспа вырнаçнă. Регионти уйрăма Советская урамӗнче ҫӗнӗ ҫурт илме палӑртнӑ. Унта социаллӑ координаторсем куҫаҫҫӗ.