"Пушкӑртстан геройĕсем" программӑна регистрациленме эрне çукрах вăхăт юлчӗ – заявкӑсене йышӑнасси 2025 ҫулхи мартăн 31-мӗшӗнче вӗҫленет. 2025 ҫулхи мартăн 25-мӗшӗ тĕлне "Пушкӑртстан геройĕсем" программӑна хутшӑнма 1630 ҫын заявка панӑ.
Регистрациленнисен 94 проценчӗ – пирӗн регион ҫыннисем, анчах Раҫҫейĕн кӳршӗ субъекчĕсенчен, ҫӗнӗ территорисемпе федераци округӗсенчен хутшӑнакансем те пур. Заявка паракансен 71 проценчӗ, 1158 ҫын – СВОна хутшӑнакансем. Программӑна регистрациленнисен 5% - хӗрарӑмсем.
– Нумай ҫынна питрен паллатăп. Ҫак ачасем хушшинче чӑн-чӑн талантлӑ ҫынсем пур. Вӗсем питӗ кӑткӑс условисенче пиҫӗхнӗ, вӗсен дисциплина пысӑк. Вӗсем ҫӗнӗ энергипе, кӑмӑл-сипетпе, этемлӗхпе управлени пахалӑхӗсемпе усӑ кураҫҫӗ тесе шутлатӑп, - тенӗ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
Программӑна хутшӑнакансене пурне те суйласа илмелли темиҫе тапхӑр – регистрацилесси, тест иртесси тата калаҫас ӗҫсене - вӗсем онлайн иртеҫҫӗ. Пысăк кӑтартусем кăтартнисем професси хатӗрлев программипе вӗренеççĕ. Вӗсене персональнӑй наставниксем пулӑшӗҫ. "Пушкӑртстан геройĕсем" программа - федерацин "Геройсен вӑхӑчӗ" программине малалла тӑсни. Унӑн тӗллевӗ - ятарлă çар операцине хутшӑнакансен йышӗнчен управленецсен ҫӗнӗ ӑрӑвне хатӗрлесси.
Тӗплĕнрех ГероиБашкортостана.рф сайт ҫинче.