Çутă çул
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Пишпÿлек районӗнчи йĕркелÿ комитечĕн черетлӗ канашлӑвӗ иртнӗ

Пушкӑрт Республикинчи СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшмалли çулталӑк шайĕнче Пишпÿлек районӗнчи йĕркелÿ комитечĕн черетлӗ канашлӑвӗ иртнӗ.

Пишпÿлек районӗнчи йĕркелÿ комитечĕн черетлӗ канашлӑвӗ иртнӗ
Пишпÿлек районӗнчи йĕркелÿ комитечĕн черетлӗ канашлӑвӗ иртнӗ


Мартăн 25-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикинчи СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшмалли çулталӑк шайĕнче Пишпÿлек районӗнчи йĕркелÿ комитечĕн черетлӗ канашлӑвӗ иртнӗ. Ăна администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ - йĕркелÿ комитечĕн председателӗн заместителӗ Данилов Алексей Александрович ертсе пынă. Ӗҫ канашлӑвӗнче ӗҫе кӗртнӗ мероприятисене хатӗрленес тата ирттерес ыйтусене сӳтсе явнă. Алексей Данилов ĕç ушкӑнĕсене хутшӑнакансене ятарлă çар операцине хутшăнакансен ҫемйисем патне тимлӗ пулма, вӗсен пурнӑҫ ыйтӑвӗсемпе консультаци тата ӑнлантару ӗҫӗсем илсе пыма кирли ҫинчен каланă.
Оргкомитета хутшӑнакансем СВОна хутшăнакансем тата вӗсен ҫемйисен членӗсем валли мероприятисене ҫӑмӑллӑхлӑ пырса курма ыйтусене сӳтсе явнă.
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче мероприятисен планӗпе килӗшӳллӗн Пишпÿлек районӗнче "Тăрăшулăх поезчӗ" акци пулать. Тухса çÿренĕ тапхӑрта граждансене кӗтсе илнӗ май СВОна хутшăнакансене тата ҫемйисен членӗсене те консультаци мелӗпе йышӑнӗҫ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

 

Пишпÿлек районӗнчи йĕркелÿ комитечĕн черетлӗ канашлӑвӗ иртнӗ
Пишпÿлек районӗнчи йĕркелÿ комитечĕн черетлӗ канашлӑвӗ иртнӗ
Пишпÿлек районӗнчи йĕркелÿ комитечĕн черетлӗ канашлӑвӗ иртнӗ
Пишпÿлек районӗнчи йĕркелÿ комитечĕн черетлӗ канашлӑвӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: