Уфа районӗнчи "Кузнец" позывнойлă ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан муниципалитет администраци пуҫлӑхӗпе Николай Ельниковпа тӗл пулнă. Вӗсем Донбасри çар задачисене пурнӑҫлакан ҫар ҫыннисен гуманитари пулӑшӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнă.
Ельников соцсетьсенче "Кузнец" спецопераци зонинче 2023 ҫулхи июньтен пуҫласа Миннигали Губайдуллин мотострелковӑй "Башкортостан" полкра БПЛА операторӗ пулни ҫинчен каласа панă. Контракта алӑ пусиччен вăл сварщик пулса ӗҫленӗ.
"Ман пата боец хӑйӗн полкне гуманитари пулӑшӑвӗ пама ятарласа ҫар операцийӗн зонине яма ыйтрӗ. Мӗн кирлипе пуринпе те пулӑшӑпӑр. Калаҫура "Кузнец" хӑйӗн шухӑшне каласа пачӗ: "Мĕн пур ĕçсене хастар кăмăлпа пăхатпăр". Ҫакӑн пек кӑмӑл-туйӑмпа ҫӗнтерӳ пирте пулать тесе шутлатӑп", - палӑртнă Николай Ельников.
Сăнÿкерчĕкĕ: Уфа район администраци пуҫлӑхӗн Николай Ельниковӑн telegram-каналĕ.