Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
4 Апрелӗн , 09:07

Витӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗ

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн волонтерсен "Вӑхӑтлӑ пулӑшу" ушкӑнӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе хӑйне питӗ лайӑх кăтартнă.

Витӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗ
Витӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗ

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн волонтерсен "Вӑхӑтлӑ пулӑшу" ушкӑнӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе хӑйне питӗ лайӑх кăтартнă.
Районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан чылай шкулсенче вӗренӳ процесӗсӗр пуҫне педагогсемпе вӗренекенсем СВОна хутшӑнакансене витӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗ. Ҫыхма пӗлекен учительсем ӑшӑ ҫӑм чӑлхасем, шарфсем, пиҫиххисем ҫыхаҫҫӗ, ҫапӑҫусен зонине яма гуманитари пулӑшӑвӗ пухаҫҫӗ, вӗренекенсемпе пирӗн хӳтӗлевҫӗсене ҫырусем ҫыраҫҫӗ, ятлă посылкӑсем хатӗрлеҫҫӗ, ҫавӑн пекех ятарлӑ оборудованиллӗ пунктсенче маскировка сетки ҫыхаҫҫӗ.
— 2024 ҫулхи октябрьтен пуҫласа пирӗн шкулта волонтерсен ушкӑнӗ активлӑ ӗҫлеме пуҫларӗ, эпир ӑна "Вӑхӑтра пулӑшу" ят патӑмӑр, — тет Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулӑн сӑнарлӑ искусствӑпа технологи преподавателӗ Резеда Фанилевна Сарварова. — Эпир мӗн тунине пурне те май килнӗ таран хӑвӑрт, вӑхӑтра тата чыслӑ тума тӑрӑшатпӑр. Пахалӑха вӗрентес тата тӗрӗслес ӗҫе пирӗн ҫирӗплетнӗ волонтер Зульфия Минханифовна Каюмова пурнӑҫлать. Шӑпах вӑл пуҫарнипе тата шкул администрацийӗ пулӑшнипе маскировка сеткисем ҫыхмалли пункт уҫрӑмӑр, фронта анлӑ та нумай енлӗ пулӑшу пуҫланчӗ. Эпир маскировка сеткисем тума питӗ лайӑх вӗренсе ҫитрӗмӗр. Малтан вӗсем пирӗн пӗр тӗслӗччĕ — хӗллехи масксетьсем. Унтан эпир икӗ тата виҫӗ тĕслĕ сеткăсем явма вӗренсе ҫитрӗмӗр.
Резеда Фанилевна нумай ӗҫ-хӗл тӗсӗсем çинчен каласа парать. Маскировка сеткисемпе пӗрле вӗренекенсем курӑк чейне тултараççĕ. Пушкӑртстанри сиплӗ те ырӑ шӑршӑллӑ курӑксене тӗпе хураҫҫӗ: матрушке, зверобой, пĕтнĕк, мелисса, ҫавӑн пекех хӑмла ҫырли тата хурлӑхан ҫулҫисене. Арçын ачасем блиндаж ҫуртисем тума вӗреннĕ. Ӗҫ вӗрентӗвӗн урокӗсенче хӗрачасем госпитальсем валли ортопеди минтерӗсем ҫӗлеҫҫӗ. "Шӑмӑ" формӑллӑ ортопеди минтерӗсемпе тӑваткал минтерсем ҫар госпиталӗсенче питӗ кирлӗ.
— Ҫавӑн пекех салтаксем валли чӗрӗлӗх сулӑсем тума вӗрентĕмĕр, - тет малалла Резеда Фанилевна. — Ҫакӑн пек сулӑсем боецсене палаткӑсем тунӑ чухне, наҫилккасем тума, сурансене ҫӗленӗ чухне те кирлӗ пулма пултараҫҫӗ. Вӑл пилӗк метр тӑршшӗ ҫирӗп вӗрен, вӑл васкавлӑ лару-тӑрура та, йӑлара та кирлӗ пулма пултарать: пӗр ҫӗклем вутӑ ҫыхмалла е япаласене типӗтме ҫакмалла. Хулҫыххисем "свой-чужой" паллӑсем ҫӗлеме хӑвӑрт вӗренсе ҫитрӗҫ. Эпир 179 блиндаж ҫурти, ултӑ коробка курӑк чейӗ (ку 3000 ытла чей пакетикĕ), чӗрӗлӗх суллисем 100 ытла турӑмӑр, "шӑмӑ" формӑллӑ 60 ытла ортопеди минтерӗсем тата тӑваткал формӑллӑ минтерсем ҫӗлерӗмӗр. "СВОрисем валли манӑн кулинари апачĕ" флешмоба хутшӑнтăмăр. Кулинари урокӗнче 7-мĕш класра вӗренекенсемпе килти салма хатӗрлерĕмĕр. Гуманитари пулӑшӑвӗ сакӑр коробкă, 25 килограмм ытла, пуҫтартӑмӑр та ӑсатрӑмӑр. Ку ӗҫ малалла пырать. Эпир ҫӗнӗ тӗссене те хӑнӑхма тӑрӑшатпӑр. Сӑмахран, нашлемниксем тума вӗренетпӗр.
Волонтерсен "Вӑхӑтлă пулӑшу" ушкӑнӗ паян хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать, ан тив, пӗтӗмӗшле пухмача пысӑках мар тӳпе пулсан та, хывать тата Ҫӗнтерĕве ҫывхартать. Ушкӑнри чи хастарсене уйрӑмах палӑртас килет. Кусем, чи малтан 7б класра вӗренекенсем — шкул мăнаçлахĕ Шаймуратов класӗ — Варвара Атаманова, Ралина Шаехметова, Виталина Алексеева, Булат Каюмов. 4б класра вӗренекенсем Камалия Галеева, Елизавета Рюмина, 9-мĕш класра вӗренекен Карина Колпакова. Вӗренекенсем асӑннӑ ӗҫӗн тӗсӗсене ӑнланса пурнӑҫлаҫҫӗ. Нумайӑшӗн ашшӗсем, пиччӗшӗсемпе тӑванӗсем СВОна хутшӑнаҫҫӗ вӗт. Ҫакӑн пек ҫыхӑну — пирӗн шкулта ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

 

Витӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗ
Витӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗ
Витӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗ
Витӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас