«Надежный тыл» штаб волонтерӗсем туслӑ командӑпа чӑмӑртанса, пирӗн штурмлакан отрядри боецсем валли «Леший» маскировка костюмӗсем тăваççĕ.
Костюмсен ячӗ ахальтен мар. «Леший» (вӑрманҫӑ е вӑрман хуҫи тесе те калаҫҫӗ) — славян мифологийӗнчи вӑрман сывлӑшӗ, вӑл ҫутҫанталӑк вӑйне, унӑн тупсӑмне тата кӗтменлӗхне сӑнарлать; хӑйӗн сӑн-сӑпатне пула «Леший» йывӑҫсемпе, курӑксемпе пӗрлешме, вӑрманти чӗр чунсен сӑнарне йышӑнма пултарнӑ. Ак ҫак костюмсем, вӗсене мӗнле ӑсталанипе, пирӗн боецсене таврари ҫутҫанталӑкӑн пӗр пайӗ пек пулма, тӑшмана курӑнми пулма пулӑшаҫҫӗ. Костюмсем штурмовиксене хӑйсене палӑртмасӑр тӑшмана кӗтмен ҫӗртен пырса ҫапса аркатма май параҫҫӗ!
Килти ӗҫсене пӑхмасӑр, пирӗн хӗрарӑмсем тӑван ҫӗршыва тата пире хӳтӗлекен боецсем ҫинчен уйласа ырми-канми ӗҫлеҫҫӗ. Пире пулӑшакансене пурне те тав. Фронтпа тыл - пӗр.
#СВОихНеБросаем
#ВолонтерскийШтабНадежныйТыл
#Бижбуляк
#МыВместе
#МаскировочныйКостюмЛеший
#ЗаПобеду
Сăнÿкерчĕкĕсем: Галина Ахметован социаллă сетьри страницинчен.