Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
9 Сентябрӗн , 10:08

Уфари журналистсем пӗршухӑшлӑх кунӗ тӗлне СВО боецӗсем валли чак-чак тунӑ

Пӗтӗм тӗнчери журналистсен пӗр шухӑшлӑх кунӗнче Уфари Пичет çурчӗ журналистсен хӑнӑхнӑ кӗрлевӗпе мар, килте пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫ техӗмӗпе тулнă.

Кунта Пушкӑртстанри чи пысӑк СМИ ӗҫченӗсем СВО зонинчи ҫар ҫыннисем валли хӑйсен аллипе йӑлана кӗнӗ кучченеҫ — чак-чак — хатӗрлеме пухӑннӑ.

Акцие «Башкортостан» издательство ҫурчӗн, «БСТ» телеканалӑн, «Юлдаш» радио редакцийӗсем, ҫамрӑксен библиотекин ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех ПР пичет тата массӑллӑ Агентствӑн ертӳҫин ҫумӗ Елена Арямнова хутшӑннă.

Пушкӑрт Республикинчи вӑрҫӑ инваличӗсен организацийӗн председателӗ Альфит Нигаматьянов журналистсене гражданла хастар позицийӗшӗн тата мобилизациленнисене, СВОна хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу кӳрес ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав ҫырӑвӗсем панă.

Сӑнÿкерчӗкĕ: Динар Калимуллин.

https://mgazeta.com/news/SVO/2025-09-08/ufimskie-zhurnalisty-ko-dnyu-solidarnosti-ispekli-chak-chak-dlya-boytsov-svo-4379614

Уфари журналистсем пӗршухӑшлӑх кунӗ тӗлне СВО боецӗсем валли чак-чак тунӑ
Уфари журналистсем пӗршухӑшлӑх кунӗ тӗлне СВО боецӗсем валли чак-чак тунӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас